Владимир Путин хӑйӗн хушӑвӗпе Олег Николаева Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫласа пыма лартнӑ. Вӑл хушупах Игнатьев Михаил Васильевича шанӑҫа ҫухатнӑ тесе ӗҫ вырӑнне пушатма хушнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн ӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама лартнӑ ҫынпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ те ӗнтӗ.
Олег Николаев — Чӑваш Республикинчи Хӗрлӗ Чутай районне кӗрекен Чурпай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партирен суйланнӑ Патшалӑх Думин VII чӗнӗвӗн депутачӗ, нумаях пулмасть ӑна Патшалӑх Думин наци ӗҫӗсен комитечӗн председательне лартнӑччӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев канашлу ирттернӗ. Унта Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисене ирттересси пирки калаҫнӑ.
Канашлура кӑҫал Республика кунне хӑш районта йӗркелесси пирки те сӑмах хускатнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче ку уяв яланхи пекех Шупашкарта тата Хӗрлӗ Чутай районӗнче иртӗ.
Элтепер уява хатӗрленмелли пирки, ӗҫ нумаййи ҫинчен каланӑ. «Пирӗн тӗллев – уяв мероприятийӗсене тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсене явӑҫтарасси», - тенӗ Михаил Игнатьев.
Раштавӑн 31-мӗшӗнче 15 сехетсенче «Лиза Алерт Чӑваш Ен» ҫӑлавпа шырав отрячӗн хастарӗсене пӗр арҫын ӗҫрен машинӑпа тухнӑ та каярахпа ҫухални пирки пӗлтернӗ. Ирхине Чулхула облаҫӗнчи диспетчер службине темиҫе шӑнкӑрав килнӗ, арҫын вӗсене ҫухални пирки, хӑй ӑҫта пулнине ӑнланманни ҫинчен каласа панӑ.
Кӳршӗ облаҫӗнчи ҫӑлав службин сотрудникӗсем Ҫӗмӗрле районӗнчи полици уйрӑмне пӗлтернӗ, лешсем вара «Лиза Алертран» пулӑшу ыйтнӑ.
Арҫынна васкасах шыранӑ. Вӑл вӑрманта пӗр талӑк ҫухалса ҫӳрени паллӑ пулнӑ. Ҫитменнине, вӑл чӗре тата юн тымарӗсен чирӗпе аптӑрать. Ҫӑв кун шӑпах ҫил-тӑман вӗҫтернӗ тата, ҫакӑ шырава тата йывӑрлатнӑ. Чӑваш Енре, Мари Элта тата Тутарстанра тарӑн юр тӑрӑх каймалли машинӑсем шырама тивнӗ, унашкал ҫынсем тупӑннӑ. Ҫапах ҫуран утса шыракансем те пулнӑ.
22 сехет 34 минутра арҫыннӑн телефонӗнчен тӗлӗнмелле майпа (зарядки пӗтнӗрен сӳнсе ларнӑ пулнӑ) ҫӑлав службине шӑнкӑрав ҫитнӗ. Ҫапла майпа вӑл ӑҫтарах пулма пултарнине палӑртнӑ. 23 сехет те 50 минутра, Кремльти сехет 12 хутчен шакиччен 10 минут маларах, хыпар ҫитнӗ: «Тупӑннӑ! Чӗрӗ!»
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 59 ҫулти арҫын ҫулран ҫӗтсе кайнӑ-мӗн, хӑйне япӑх туйса илнӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ялӗнчи ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Ҫакӑн пирки Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ.
Асӑннӑ ведомствӑн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, «Нетрезвый водитель» (чӑв. Урӑ мар водитель) калӑпӑшлӑ профилактика мероприятийӗ малалла пырать.
Водительсем ӳсӗрле руль умне ларса хӑйсене хӑрушлӑха кӗртсе ӳкереҫҫӗ ҫеҫ мар-ҫке. Вӗсене пула ним айӑпсӑр ҫынсемех: пассажирсемпе водительсем — шар курма пултараҫҫӗ.
Атнар ялӗнче тытса чарнӑ водитель, сӑмахран, унччен те ӳсӗрле ҫакланнӑ. Ҫавна май ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасшӑн. Шупашкарта, ав, Орлов урамӗнче ӳсӗр водителе пула инкек пулнӑ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем ӳсӗр водительсем пирки 102 номерпе шӑнкӑравласа систерме ыйтаҫҫӗ.
Чӑваш Енри районсенче ГТО (чӑв. Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр) нормисене тултарма спорт лапамӗсем малалла хута кайнине паян та Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Аса илтерер, ӗнер ҫеҫ вӗсене виҫӗ районта уҫнӑ. Ку енчен телейлисен списокӗнче — Шупашкар, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗсем.
Ҫав вӑхӑтрах ӗҫе тӗплӗн туманнисем те тупӑнаҫҫӗ иккен. Унтан та ытларах — тивӗҫлипе пурнӑҫламасан та тепӗр ҫӗрте ӗҫе ырласа йышанаҫҫӗ, уншӑн укҫа кӑларса тыттараҫҫӗ. Ҫакӑн пек пӑтӑрмаха Вӑрнар районӗнчи Упнер ял тӑрӑхӗнче тупса палӑртнӑ. Вырӑнти хастарсем кӑлтӑк пирки прокуратурӑна систернӗ.
Ял тӑрӑхӗнчи футбол лапамӗ тунӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫе йышӑннине пӗлтерсе алӑ пусса панӑ. Анчах футбол лапамӗ тӳрӗ мар иккен, лармалли саксем те тивӗҫтермен.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне 20 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Чӑваш Енри районсенче ГТО (чӑв. Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр) нормисене тултарма спорт лапамӗсем малалла хута каяҫҫӗ. Ӗнер, раштавӑн 19-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра йӑлана кӗнӗ Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ май спорт сооруженийӗсене виҫӗ муниципалитетра уҫнӑ. Аса илтерер: кӑҫал вӗсене тӑхӑр районта йӗркелеме палӑртнӑччӗ.
Ӗнер хӗрлӗ хӑю касса виҫӗ районта уҫнӑ. Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку вӑл Шупашкар, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗсенче пулса иртнӗ.
Спорт сооруженийӗсене «Спорт — норма жизни» (чӑв. Спорт — пурнӑҫ йӗрки) федерацин тата регионти проектсемпе килӗшӳллӗн туса хатӗрлеҫҫӗ.
Ӗнерхи виҫӗ лапама шута илсен ӗҫ малтан шантарнӑ пекех пулса пыни курӑнать.
Паян, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Олег Николаев ҫур ӗмӗрхи юбилейне уявлать.
Вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Чурпай районӗнче ҫуралнӑ. Малтан Шупашкарти строительство техникумӗнче, унтан И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче экономиста вӗреннӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче Германире стажировкӑра пулнӑ. Пӗр ӗҫрен те пӑрӑнман вӑл: водитель те пулнӑ. хӑрушсӑрлӑх службин специалисчӗ те, техник-строитель те, тӗп бухгалтер та. Директор ҫумӗ, Пӗчӗк бизнесӑн лизинг компанийӗн пуҫлӑхӗ, Чӑваш Ен Экономика министерствинче предпринимательствӑна аталантаракан департамент ертӳҫи, министр ҫумӗ пулса, каярах банк тытӑмӗнче тӑрӑшнӑ.
Хӗрлӗ Чутай чӑвашне РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков Фейсбукра саламланӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Виҫенер ялӗнче пурӑнакан 63 ҫулти арҫын ҫухални пирки ҫӑлавҫӑсене ӗнер сӗм каҫхине пӗлтернӗ. Ӑна шырама «Лиза Алерт» отряд хастарӗсем те хутшӑннӑ.
Ӗнер ирхине 5 арҫын темиҫе ҫухрӑмра вырнаҫнӑ пӗвене пулла кайнӑ, унта ҫитсен кашни урӑх вырӑн йышӑннӑ. Таврана каҫ сӗмӗ ҫапма пуҫласан пулӑҫсем машина патне тухма тытӑннӑ, анчах пӗри килмен. Хайхискерсем ӑна 4 сехет шыранӑ, унтан ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ.
Ҫур ҫӗр ҫывхарнӑ. Ҫӑлавҫӑсем арҫынна шырама тытӑннӑ. Виҫҫӗ ҫитесси 15 минутра вӑйсӑр сасӑ илтӗнса кайнӑ. Ҫак сасӑ ӑҫтан пулнине ӑнлансан тинех пулӑҫа тупнӑ: вӑл шӑнса кӳтнӗ, вӑйсӑрланнӑ. Арҫын ҫакна пӑхмасӑрах виҫӗ ҫухрӑмри машини патне утма хӑтланнӑ.
Шӑнса кайнӑскере тухтӑрсем патне леҫнӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шӗмшевӗшри Ҫырма урамӗнчи ҫула уйрӑм усламҫӑ юсама шантарнӑ. Ӗҫе кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Ҫавӑн пирки вырӑнти Мӑн Этмен ял тӑрӑхӗпе кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче тунӑ контрактра алӑ пуссах ҫирӗплетнӗ.
Килӗшӳре палӑртнӑ вӑхӑт та ҫитнӗ, анчах ҫула юсаса пӗтермен. Вырӑнтисем кӑмӑлсӑрланма пуҫланӑ. Хыпар-хӑнар прокуратурӑна та ҫитнӗ. Унтисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Чӑн та, тӗрӗсех кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ ҫынсем. Ҫапларах пӗтӗмлетнӗ надзор органӗ.
Уйрӑм усламҫӑ тӗлӗшпе районти прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Усламҫа контракта хӑй тӗллӗн ылмаштарнӑшӑн явап тыттарасшӑн. Ӗҫе надзор органӗ Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленине ярса панӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем шкула ачасем ҫӳрекен ҫул хӑрушсӑрлӑх енчен еплине тишкернӗ. Вӗсем патне районсемпе хуласенчен 200-е яхӑн хутчен хыпарлакан тупӑннӑ. Тӗлӗнмелле пек те, пуринчен ытла кӑлтӑк — Шупашкарта. Сӑмахран, 11-мӗш вӑтам шкулпа юнашарах — вӗҫне ҫитермен стрйока. Ун йӗри-тавра тытса ҫавӑрнӑ карта тӳнсе кайнӑ. Ачасене ҫав вырӑнтан иртсе ҫӳреме хӑрушӑ. Пӗчӗкскерсем унта кӗрсе кайма та пултараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенчен, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар районӗсенчен тата ытти хӑш-пӗр муниципалитетран та кӑлтӑксене кӑтартса хыпарлакансем тупӑннӑ. Ҫитменлӗхӗ, тӗпрен илсен, шкул патне каймалли ҫул ҫинче ҫутӑ, тротуарсем ҫуккипе ҫыхӑннӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем муниципалитетсене кӑлтӑка пӗтерме ыйтса каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |